ВĔСЕМ КАЛАÇÇĔ см.Ирина Степанова
Вĕсем калаççĕ: эп - ухмах,
Эп пурăнма пĕлмес иккен.
Мана пĕрех! Мана çавах!
Эп çул хывап çăлтăрсенчен.
Алла вĕрентрĕм уйăха:
Вăл ман валли тÿпе тĕрлет.
Хам пĕлнĕ пек, чун ыйтнă пек -
Вĕçес килет, пурнас килет!
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ:
Вĕсем калаççĕ - эп илтмес.
Вĕсем калаççĕ - эп утап.
Вĕсем калаççĕ - эп вара
Хам пĕлнĕ пек ялан пурнап!
Вĕсем калаççĕ - эп илтмес.
Вĕсем калаççĕ - эп вĕçеп.
Вĕсем калаççĕ - эп вара,
Эп кайăкла тÿпе виçеп!
Вĕсем калаççĕ: эп - айван,
Сулатăп килĕшсе пуçа!
Мана пĕрех! Мана аван!
Эп пурăнап хам пурнăçа.
Эп çунтаратăп кĕперсем,
Таврăнас çук унта пĕрех.
Ачаш та çепĕç туйăмсем
Халь пĕр пусран та йÿнĕрех.
Вĕсем калаççĕ: тăм пăшал,
Кулатăп эп пăхса куçран!
Мана пĕрех! Мана - çавах.
Ку вăйă ман, йĕрки те ман.
Шыратăп чăнлăх ултавра,
Ниме те пурнăç вĕрентмест.
Çапах та кайăкла вĕçме
Ман темшĕн пăрахас килмест