Чӗвӗлтетсе юрлать кайӑк хӑйӗн юррине
Кил умӗнче шурӑ хурӑн ҫинче
Шӑхӑрса юрлатӑп эпӗ унпа пӗрле
Ӑмӑртмалла ирхи тул ҫутипе
Ҫут хӗвелӗм вӑраннӑ чухне
Мӑшӑр парнелерӗ пепке
Припев:
Пӗчӗккиҫҫӗ аллисем
Утаймаҫҫӗ-ха урисем
Тӗнчепе паллашаҫҫӗ кӑвак куҫӗсем
Тӑвансемпе юлташсем
Килчеҫ курма кӳршӗсем
Ашшӗ сӑнлӑ теҫҫӗ харӑссӑн ман кумсем
Сӑпка тулли чаплӑ та хитре
Пур кӑмӑлтан савӑнаҫҫӗ манпа ҫынсем
Пепкене тытса ҫӗклетӗп пуҫ тӳпине
Чӗрем чунра хыт тапать савӑннипе
Алтӑрпа ӗҫер-ха сӑрине
Ывӑл улӑп пек ӳстӗр-ха тесе
Припев
Йывӑҫ лартнӑ, пурте тунӑ, пур-ха ман пепке
Мӑшӑр ҫумра тытрӑм кайӑк телейне
Куҫӑмрӑн куҫҫӳль тумлӑрӗ савӑннипе
Ҫук ӗнтӗ ҫук вӗҫертместӗп телее
Кайӑк ҫаплах юрлать юррине
Пулса тӑтӑм атте сак ирпе