Татарский переводчик Азербайджанские песни Узбекские песни

Песня «Кукамипе кукаçи»
исполнителя Хусан чăвашĕсем.
Скачать или слушать онлайн

Текст песни:

Кукамипе кукаçи
Кукăль пĕçереççĕ,
Кукăль пĕçереççĕ
Чуп туса илеççĕ.

Кукаçипе Куками
Хăма савалаççĕ,
Хăма савалаççĕ
Хирĕççе каяççĕ.

Кукамипе кукаçи
Хăнана каяççĕ,
Хăнана каяççĕ
Юррине хываççĕ.

Пуйăс килет, пуйăс каять,
Куками ларса каять,
Кукаçин те лармаллаччĕ
Чĕлĕмĕ манса юлать.

Пуйăс килет, пуйăс килет,
Куками ларса килет,
Кукамине кукаçи
Кăмăлсăр кĕтсе илет.

Ах, мĕн-ма-ши сарă кайăк
Турат çине лараймасть?
Ах, мĕн-ма-ши кукамийĕ
Кукаçине юраймасть