Татарский переводчик Азербайджанские песни Узбекские песни

Песня «Мана çавах»
исполнителя Сывлăм Алешĕ.
Скачать или слушать онлайн

Текст песни:

Текст песни не найден. Добавить?
Мы платим за добавление текста. Вам нужно авторизоваться, чтобы мы смогли вам заплатить
Отмена

Другие песни исполнителя:

  • Утмӑл турат 1.Утмӑл турат ҫеҫки пухрӑм-- Ытам тулли чечексем. Савнӑ тусӑм, кӗтме тухрӑм, Эс часрах, часрах килсем. Хушса юрламалли: Кӑвак куҫлӑ пирӗштийӗм, Утмӑл турат— куҫунта. Ӗмӗр манайми савниҫӗм, Тунсӑхлатӑп, кил кунта! 2. Ҫӑлтӑрсем ҫула ҫутатӗҫ, Эсӗ хӑв та ҫӑлтӑр пек. Шӑпчӑксем юрра шӑратӗҫ, Сансӑр пурӑнаймӑп тек. 3. Тӗл пулу саманчӗ ҫитӗ, Парнелетӗп чечексем. Утмӑл туратсен пуххийӗ-- Куҫу тӗслӗ ҫеҫкесем. Алина Николаева, Шупашкар районӗ, Чӑрӑшкасси ялӗ.
  • ВĔСЕМ КАЛАÇÇĔ см.Ирина Степанова Вĕсем калаççĕ: эп - ухмах, Эп пурăнма пĕлмес иккен. Мана пĕрех! Мана çавах! Эп çул хывап çăлтăрсенчен. Алла вĕрентрĕм уйăха: Вăл ман валли тÿпе тĕрлет. Хам пĕлнĕ пек, чун ыйтнă пек - Вĕçес килет, пурнас килет! ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ: Вĕсем калаççĕ - эп илтмес. Вĕсем калаççĕ - эп утап. Вĕсем калаççĕ - эп вара Хам пĕлнĕ пек ялан пурнап! Вĕсем калаççĕ - эп илтмес. Вĕсем калаççĕ - эп вĕçеп. Вĕсем калаççĕ - эп вара, Эп кайăкла тÿпе виçеп! Вĕсем калаççĕ: эп - айван, Сулатăп килĕшсе пуçа! Мана пĕрех! Мана аван! Эп пурăнап хам пурнăçа. Эп çунтаратăп кĕперсем, Таврăнас çук унта пĕрех. Ачаш та çепĕç туйăмсем Халь пĕр пусран та йÿнĕрех. Вĕсем калаççĕ: тăм пăшал, Кулатăп эп пăхса куçран! Мана пĕрех! Мана - çавах. Ку вăйă ман, йĕрки те ман. Шыратăп чăнлăх ултавра, Ниме те пурнăç вĕрентмест. Çапах та кайăкла вĕçме Ман темшĕн пăрахас килмест
  • Ту акине Алран кайми аки-сухи - пирĕн алран кайнă, Асран кайми атти-анни - пирĕн асран кайна́. Анне панă че́лхене эпир хале́ манна́, Ча́н ча́вашла́х çилпелле инçете саланна́. "Ме́ске́н ча́ваш" тенине ме́ске́нле çа́татпа́р, Хама́р ларна́ турата хама́рах касатпа́р. Че́лхене сутна́ ча́ваш ха́йе́н йа́хне сутна́: Манкурт шуха́шлаве́нче пире́н хала́х путна́. ХЮ: Ту акине, ту сухине, Асра упра атте-аннене, Ту акине, ту сухине - Ча́ваш ятне ан яр е́ме́рне! Ту акине, ту сухине, Чунра упра атте-аннене, Ту акине, ту сухине - Ан ман нихçан та́ван че́лхене! 2. Алран кайми аки-сухи - уя ма́ян пусна́, Асран кайми атти-анни - ве́сем тем те ту́сне́. Хама́ра хама́р питрен халь вара суратпа́р, "Кирле́ мар ча́ваш че́лхи" тесе ка́шка́ратпа́р. Эпир ча́ваш пулнине темше́н пытаратпа́р: Хама́ра хисеплеме ха́çан-ха пуçлатпа́р? Ча́вашла пе́лмен ча́ваш ха́ра́к турат мар-и? Çите́ ме́ске́не персе! Çите́ пулса кайри! 3. Алран кайми аки-сухи - пире́н алран кайна́, Асран кайми атти-анни- пире́н асран кайна́. Атте-анне пехилне ча́вашла калана́, Эпир вара ялтан тухсан ту́рех выра́сланна́. У́се́ç пире́н ачасем - тымара пе́лмесе́р, У́се́ç ма́нуксем - пире хисеплемесе́р. Че́лхе ха́ват, чĕлхе вăл несе́лсен пехиле́... Че́лхесе́рех юлсан ăçтан пуласла́х киле́?