Кашни кун эс кантăк умĕнче
Кашни кун кĕтетĕн эс ăна
Куç илмесер пăхатăн ун çине
Анчах пĕлсем — эс кирлĕ мар ăна!
Вĕçсе кай, юрату! Вĕçсе кай!
Кайăк пек тÿпере çаврăнса
Манса кай эс ăна! Манса кай!
Пурпĕр пулĕ вăл урăх санпа
Паян каллех ак çумăр айĕнче
Шанатăн, сан çине вăл пăхса
Урăхипе вăл сиве иртсе кайĕ
Юри сан умăнта йăл-йăл кулса
хушма çаврăм (припев 2 раза)
Ах, мĕншен пурнăçра çапла пулать?!
Эс юратсан, вăл юратмасть сана
Ах, мĕншен чĕрене хушма пулмасть?!
Йе юратма, Йе юратма чарма
хушма çаврăм (припев 2 раза)