Татарский переводчик Азербайджанские песни Узбекские песни

Песня «Çĕнтерÿ кунĕ»
исполнителя Эльпике.
Скачать или слушать онлайн

00:00/00:00

Текст песни:

Эльпике Çĕнтерÿ кунĕ (Н. Леонтьева)

Асаттеçĕм сан умра чĕркуçленсе
Чуптăватăп эп сан аллуна
Чунăмпа хĕрӳленсе куççульленсе
Пуç таятăп тав туса сана

Тăшмантан сыхланă эс тăван çĕре
Мăшăрна ачусене савса
Ыр сунса мăнаçланса
Тапать чĕре (Тăван çĕре)
Мăнукна халь ыталан кулса

Эс çывхартнă çĕнтерӳ кунне
Эс тăлланă çичĕ ют кинне
Шеллемесĕр хăвăн кун çулна
Парăнмасăр ирсĕр тăшмана
Çырнă виç кĕтеслĕ çырусем
Вĕçнĕ киль енне ыр хыпарсем
Çемюне ялан асра тытса
Çĕр шыва сыхланă юратса

Кăкăру çине çаксан эс орденсем
Шур çӳçне ачашлăп эп хуллен
Йышăнсан пиртен
Шур чечексем
Çĕнтерӳ кунне кĕтен хуллен
Çĕнтерӳ кунне пĕрле уявлама
Килнĕ тусусем медаль çакса
Эс манатăн çутă куççульна шăлма
Савăнан чуна телей ...

Эс çывхартнă çĕнтерӳ кунне
Эс тăлланă çичĕ ют кинне
Шеллемесĕр хăвăн кун çулна
Парăнмасăр ирсĕр тăшмана
Çырнă виç кĕтеслĕ çырусем
Вĕçнĕ киль енне ыр хыпарсем
Çемюне ялан асра тытса
Çĕр шыва сыхланă юратса

Ассатте тавах сана тăван кĕтессе
Чунсăр тăшмантан çăлнăшăн
Тăван енне çĕнтерӳпе таврăнăшăн
Эпир те санăн чун савнă мăнуксем
Сан пекех хастарлă маттур ӳсетпĕр
Тăван çĕр шыва юратса упратпăр.