Татарский переводчик Азербайджанские песни Узбекские песни

Песня «Чиперкке»
исполнителя Алексей Шадриков.
Скачать или слушать онлайн

Текст песни:

Текст песни не найден. Добавить?
Мы платим за добавление текста. Вам нужно авторизоваться, чтобы мы смогли вам заплатить
Отмена

Другие песни исполнителя:

  • Çутă кĕмĕл уйăх пек манăн кулаясчĕ Хăмăр пĕлĕт хушшипе шуса çуталасчĕ Лăпкă тăрă ирсенче çăл патне тухасчĕ Унăн тĕкĕрĕ çинче сан сăнна курасчĕ. Шурă юр пĕрчи пулса манăн вĕлкĕшесчĕ Савни куç харши çине ларса ирĕлесчĕ Вĕри куççулĕ пулса юр çине ÿкесчĕ Чĕлтĕрви(?) чечек пулса шăтса тухаясчĕ. Сывлăм ÿкнĕ улăхра савнине курасчĕ Утă çулнă вăхăтра юнашар утасчĕ Чечек евĕр пикене ăшшăн ыталасчĕ Пуçăмри шухăшсене каласа парасчĕ.
  • никама каламан сăмаха каларăм сана пĕрре курса пурнăçа çавăрса юмаха телей тупрăм сана юратса никама каламан сăмаха калас килет пĕр сана кăна савмасăр ма çук савниçĕм ман чунăм вĕçет халь юратнăран эп кĕтнĕ сана каçсерен эп кĕтнĕ сана кунсерен сана тусăм тĕл пуличчен эп пурăнман та пуль хальччен сан хăмăр тĕслĕ куçусем ыраш кĕлти пек çӳçӳсем эс маншăн тăванран тăван чунăм .... эсĕ ман калаймăп эп çветтуй тесе пулнă ман çылăхсем пайтах çапах калас тăк чăннине юратнă эп сана кăна сăваплă тер кĕнекинче çырнăх пире тату пулма çавăнпа пĕрре курнипе юрататăп терĕм сана