Тӑвана курсассӑн савӑнатӑп
Тĕл пулсан пирĕн ялан уяв!
Чунӑма уҫса эп калаҫатӑп,
Ыр сĕнӳ парать вӑл шав.
Тӑвана курса калаҫнӑ хыҫҫӑн
Чунӑмра лӑпкӑ уяр,
Пытармастӑп алтӑр курки хыҫҫӑн
Кун-ҫул хитре, эх юрлар!
Хушса юрламалли:
Эй, тулли пурнӑҫпа тӑван пурнар-и?
Эй, инкек-синкеке пайлар.
Эс маншӑн телей те шӑпа та мар и?
Эй, тӑвансем пĕрле пурнар.
Юлташа курсассӑн савӑнатӑп,
Чӑн юлташ иккĕленӳ ман ҫук,
Туррине юлтасшӑн тав тӑватӑп
Туслӑхран хакли ним ҫук.
Кирлĕ чухне яланах вӑл ҫуммӑн
Инкек-синкек ним те мар.
Кӑмӑлтан ыррине ҫеҫ сунатӑн
пĕр пĕрне телей сунар.
Х.Ю.
Савнине курсассӑн савӑнатӑп
Юрататӑп чунтан, чĕререн.
Савнипе кӑна ҫунатланатӑп
Туйӑм ӳсет кунсерен.
Ман валли кӑна сар хĕр ҫуралнӑ
Эпĕ те уншӑн кӑна.
Ик чĕрене ҫумӑн ҫыхса хунӑ
Пĕрле телейлĕ пулма.