Татарский переводчик Азербайджанские песни Узбекские песни

Популярные чувашские песни.
Страница 8

Исполнители

Добавить
Все чувашские исполнители

Группа вконтакте

Pop

Pop (популярная музыка) — область массовой культуры, охватывающая различные формы, жанры и стили развлекательной и прикладной музыки
  • Кĕтетĕн çумăр айĕнче эс мана. Çилĕ вĕрет, çиçĕм çиçет темшĕн паян. Анчах эп килтĕм сан патна, сан патна. Тĕлĕкĕм ман, ĕмĕтĕм ман, шанăçăм ман. Хушса юрламалли: Тинех эп килтĕм, савнă çывăх хĕр ача. Сана курсан питех хумханчĕ яш чĕре. Илемлĕ куçусем ыйтаççĕ вăтанса Манпа кăна пĕрле пулма çак тĕнчере. Пире текех çĕн уйрăлу кирлĕ мар. Ик сукмака пĕрлештерсе пурнăç тăвар. Эс – юмахри чăн Пирĕшти, чун савни! Ан ютшăнсам, ан пăрăнсам. Эс – Тур çырни. Хушса юрламалли: Тĕнче касса çурерĕм эп аякра. Пур пĕр сана эпĕ манма, çук, шутламан. Чăнах та килтĕм сан патна, сан патна. Тунсăхăм ман, шухăшăм ман, савнăçăм ман.
  • Сарри саккăр ташларĕ Хури тăххăр ташларĕ Эп ни сарă, ни хура Пĕр ташласа парам-ха Хĕрлĕ улма çиме лайăх Шурри шуратма лайăх Ют ял хĕрĕ курма лайăх Ялти калаçма лайăх Çÿлте çăлтăр нумаййипе Тÿпе авăнса тăрать Савнă тусăм лайăххипе Чунăм савăнса тăрать Вăрман тăрри тикĕс мар Тикĕс пулма тинĕс мар Пур çынна та юрамашкăн Эпĕ çÿлти Турă мар Анне мана ма вăрçан? Хăв хĕр пулса ÿсмен-и? Атте каччă пулман-ши те, Иксĕр улах пулман-ши? Сикĕр-сикĕр шывалла Шыв сирпĕнсе тăмалла Ташлăр халĕ ташшине те Çын тĕлĕнсе тăмалла Ах, тесе ма калас Чĕрене ма çунтарас Хам савнине çынна парса Çынна ма савăнтарас? Мана савни юратать Юратать те чуп тăвать Мана киле ăстасассăн Теприн патне чуптарать Ăçта каян кăвакал Симĕс курăк çимесĕр Ăçта каян чун савниçĕм Мана сăмах чĕнмесĕр Ма пăхатăр мачча çине Мачча хура тетĕр-и? Ма пăхатăр пирĕн çине? Пултараймаç тетĕр-и? Ташши ку, ташши ку Салакайăк ташши ку Салакайăк ташши мар та Чăваш Енĕн ташши ку Оппа оппа Оппа каламалла Никама та нимте туман Çавăнпа савăнмалла АК çапла ташлаç ăна Ак çапла юрлаç ăна Пирĕн тăван уявĕнче Ак çапла савăнаç ăна Саккăрăн, саккăрăн Саккăрĕш те хамăрăн Юрласан та, ташласан та Купăсçийĕ хамăрăн Ах, чух кăрчами Пуçа кайрĕ пулмалла Вун çич çулхи çамрăк ĕмĕр Иртсе кайрĕ пулмалла Эх, чух кăрчамине Пуçа кайма парас мар Вун çич çулхи çамрăк ĕмĕре Иртсе кайма парас мар Тăххăрăн, тăххăрăн Тăххăрĕш те хамăрăн Ери-тавра пăхсассăн та Тăванĕсем хамăрăн. Ши, ши, ши вара Çумăр çăвать-ши вара? Эпир кунта ташланишĕн Намăс пулать-ши вара? Купăста, купăста Эпир ташша пит ăста Юрламасан, ташламасан Пире кунта намăс та Аттене те пăхман эп Аннене те пăхман эп Шупашкарти арчиссен Асламăшне пăхнă эп Ташласшăн та марччĕ эп Юрласшăн та марччĕ эп Çынсем ташланине кăна Пăхса тăрасшăнччĕ эп Ура тăсса лармасан Çут калушне кам курать? Юрламасан, ташламасан Пире кунта кам паллать? Эх, чух, астуман Астумасăр каларăм Астунă та пулнă пулсан Каламан та пулăттăм Пуçри тутăр паттис мар Паттисран та кая мар Эпир кунта арчис мар, Арчисран та кая мар Ула ĕне пăрушĕ Ула пулать-и вара? Ташланăшăн, юрланăшăн Намăс пулать-и вара? Мана савни тиркерĕ Пĕчĕккĕ начар терĕ Хапха юпи пек сарпике Шырама тухса кайрĕ Мана савни тиркерĕ Тирĕк мунчали терĕ Халĕ тупрĕ хăй валли Чăн-чăн урай мунчали Шыратăр-ха, туптăр-ха Ватăличчен чуптăр-ха Ман пек чипер сарпике Шыраса тупайĕ-и-ха? Сакки шура пулсассăн Урай хури нимте мар Хамăр чипер пулсассăн Çын сăмахĕ нимте мар
  • I куплет Хěр чух хěрěх текелесе, Хěрсěм каяччěç прахса Яш чух аллă пулман пулсан Юлаттăмăр хурланса. Припев: Ах тесе юр пуçласа Кайнă, хěре ал сулас Иртсе пыранăн çав хěре Юрла юрла çавăрас Ах тесе ма калас, Ма чунăма çунтарас. Хам савнине çынна парса Çынна ма савăнтарас II куплет Хури кайсан сарри килет Вăл кайсан тепри килет. Пěри мана улталасан Хам теприне шăхăртап III куплет Хěр чух хěрěх пулнă пулě Яшěсем те юлман пулě Хěрě улталанă шутта Хěрě мăшăр пулас çук.
  • ÇУМĂР Çĕр çине çил пурăнма килнĕ, Юратма, савăнмашкăн килнĕ. Пĕр ĕмĕр Турри пире панă, Тивĕçлĕ ирттерме каланă. Пĕр-пĕрне ăнланса туслă пурăнасчĕ, Юрататпăр пулсан хыттăн юратасчĕ, Çурт туса йăхсене малалла тăсасчĕ, Пурнăçа ырлăхпа анчах çавăрасчĕ. Çумăр, çумăр, эс ăшă çумăр. Çутăр, çутăр, маншăн вăл пултăр. Чечек пек типеп эс çук чух çумра. Эпĕ саншăн каçпа çут пулăп, Эсĕ маншăн хĕрÿллĕ çулăм. Юрату ĕмĕтре мар, вăл пурнăçра. Кун-çулсем пирĕн улшăнаççĕ, Юратсан çынсем ырăланаççĕ. Пирĕн те туслăх хуçаланĕ, Çĕр çинче юмах пек пурнăç пуçланĕ. Чĕрене пирĕнне юратмашкăн тунă, Чунсене çынсене савăнмашкăн панă. Юратса çĕр çинче юратмашкăн çăмăл, Пĕр-пĕрин хушшинче ан пултăр çил-тăвăл. Çумăр, çумăр, эс ăшă çумăр. Çутăр, çутăр, маншăн вăл пултăр. Чечек пек типеп эс çук чух çумра. Эпĕ саншăн каçпа çут пулăп, Эсĕ маншăн хĕрÿллĕ çулăм. Юрату ĕмĕтре мар, вăл пурнăçра.
  • Хыçpaн ан чуп, эс тивĕç мар Чуну сан пăpлă кирлĕ мар. Эс пур-и, çук-и пурпĕpex, Kypac килмест сана текех. Юратрăм, кĕтрĕм эп пайтах, Чуна çyнтартăм саншăнах Чĕp yлтава сисмесĕpex, Caнпа çÿpepĕм çĕpĕпех Тахçaн юратнă эп сана Эс улталарăн çке мана Эс манпата килмерĕн тек Тарса пытантăн таркăн пек Тахçaн юратнă эп сана Эс улталарăн çке мана Эс манпата килмерĕн тек Тарса пытантăн таркăн пек Сана тĕл пултăм та паян, Чĕpкуçленсе халь йăлăнан, Салху чунра тен ырату, Манран ыйтатăн юрату. Тахçaн юратнă эп сана Эс улталарăн çке мана Эс манпата килмерĕн тек Тарса пытантăн таркăн пек Тахçaн юратнă эп сана Эс улталарăн çке мана Эс манпата килмерĕн тек Тарса пытантăн таркăн пек Тая эс юлтăн, тусăм çyк Чавса, ал çывăx çыртма çyк, Чуну сан чул вăл, ăшă мар Мана пачах эс кирлĕ мар. Тахçaн юратнă эп сана Эс улталарăн çке мана Эс манпата килмерĕн тек Тарса пытантăн таркăн пек Тахçaн юратнă эп сана Эс улталарăн çке мана Эс манпата килмерĕн тек Тарса пытантăн таркăн пек