Татарский переводчик Азербайджанские песни Узбекские песни

Песни про любовь на чувашском языке.
Страница 9

Исполнители

Добавить
Все чувашские исполнители

Группа вконтакте

Любовь

Любовь — это самое сильное, прекрасное чувство в мире, и прожить его надо наслаждаясь им.
  • Атте йĕвен панă пулсан Лашапа килеттĕмĕр. Атте йĕвен памарĕ, Лашасăрах килтĕмĕр. Вăрманта çырлара, Пир кунта хăнара. Çич ют çынни патăнче мар. Хамăр тăван патĕнче. Анне ĕне панă пулсан Чăкăтпа килеттĕмĕр. Анне ĕне памарĕ, Чăкăтсăрах килтĕмĕр. Вăрманта çырлара, Пир кунта хăнара. Çич ют çынни патăнче мар. Хамăр тăван патĕнче. Пичче така панă пулсан Шăрттанпа килеттĕмĕр. Пичче така памарĕ, Шăрттансăрах килтĕмĕр. Вăрманта çырлара, Пир кунта хăнара. Çич ют çынни патăнче мар. Хамăр тăван патĕнче. Инке хăмла панă пулсан Сăрапа килеттĕмĕр. Инке хăмла памарĕ, Сăрасăрах килтĕмĕр. Вăрманта çырлара, Пир кунта хăнара. Çич ют çынни патăнче мар. Хамăр тăван патĕнче. Анне ĕне панă пулсан Чăкăтпа килеттĕмĕр. Анне ĕне памарĕ, Чăкăтсăрах килтĕмĕр. Вăрманта çырлара, Пир кунта хăнара. Çич ют çынни патăнче мар. Хамăр тăван патĕнче. Юрлаяпи юрлаймастпи Юр пуçласа парам-ха. Ташлаяпи ташлаймастпи Таш пуçласа парам-ха Вăрманта çырлара, Пир кунта хăнара. Çич ют çынни патăнче мар. Хамăр тăван патĕнче.
  • Мен тери сопайло щав човаш, Ыро чунло,щепещ те йоваш, Хисеплет сана пур хуронташ Эс аппа чи щивох ман юлташ. Аппа аппащом чис туса Щак юррома сана савса Эп шоратами пущ тайса Телей те сывлох,ыр сунса. Вереню ещпе мен ачаран ял йышра хисепле пурноран, Шур хула та саншон мухтанат Чыслох щитеню вой хал парать. Аппа аппащом чис туса Щак юррома сана савса Эп шоратами пущ тайса Телей те сывлох,ыр сунса. Туро пано осло щул пала Усне щемен утрон хопарса Савонатон халь хер ыволпа Мошорна упратон юратса. Аппа аппащом чис туса Щак юромпа сана савса Эп шоратами пущ тайса Телей те сывлох,ыр сунса.2 раз
  • Юр çăвать Шупашкар хули çине. Ик çунат Чун хушать санпа чухне. Юн вылять Тинкерсен куçусене. Килĕшетĕп эп сана, Яш чĕрем туять çакна. Сан шутпа – Пĕтĕм каччă пĕрешкел. Çавăнпа Эс мана шанмастăн, шел. Пĕр санпа Ăшăнать çуртри тĕпел. Мĕн туса ĕнентерес: Пурнăçăм илемĕ –эс! Чунăмра Çепĕç юрă ян та ян. Çĕн юрра Çырăп сан çинчен паян. Ытамра Эсĕ çывăрса кайсан, Итлĕпĕр ăна пĕрле Тĕл пулсассăн тĕлĕкре. Ирпелен Эс яр уçăн кантăкна. Хĕвелтен Илĕн çепĕç куллуна. Ÿлĕмрен Эс ĕненĕн пĕр мана. Хатĕр эп сан ятупа Пин хутчен тупа тума! Юр çăвать Шупашкар хули çине. Ик çунат Чун хушать санпа вĕçме...
  • Эсĕ манăн пикеçĕм, Хура куçлă чĕкеçĕм. Чĕререн эп юратрăм, Канăçа йăлт çухатрăм. Юлташсем ăмсанаççĕ, Пире вăрттăн сăнаççĕ. Анчах эсĕ пĕр манăн, Манпа çеç эс пулатăн. Припев: Саншăн темĕн те тăвап, Чунăма сутса ярап. Эп пĕлетĕп, чун савни, Эсĕ манăн Тур çырни. Саншăн темĕн те тăвап, Чунăма сутса ярап. Юн вĕретĕр чĕрере Эс пулсан манпа пĕрле. Ман пата эс килсемччĕ, Ыталаса илсемччĕ. ... Мана патăн ĕненсемччĕ. Каçсерен ăсататăп, Ашшăн çеç чуптăватăп. Эс мана юратнине, Чĕрепе эп туятăп. Припев: Саншăн темĕн те тăвап, Чунăма сутса ярап. Эп пĕлетĕп, чун савни, Эсĕ манăн Тур çырни. Саншăн темĕн те тăвап, Чунăма сутса ярап. Юн вĕретĕр чĕрере Эс пулсан манпа пĕрле. Улăхри чечек евĕр, Чунăма тыткăнлатăн. Ăшшăн-ăшшăн кулсассăн, Пуçăма çавăратăн. Тÿпери çăлтăрсем те, Пирĕнпе киленеççĕ. Пĕр-пĕрне нихăçан та, Ан пăрахăр тееççĕ
  • Эй, хĕрсем, ăçта эсир чăвашсен чăн пикисем, Чăвашла юрлакансем, чăвашла ташлакансем. Эй, хĕрсем, ăçта эсир чаплисем, сăпайлисем, Ӑслисем, чиперрисем, сар чечек пек хитрисем. Эй, хĕрсем, ăçта эсир ăш сăмах калакансем, Ĕçпе пиçсе ӳснисем, тĕрĕ тĕрлекеннисем. Эй, хĕрсем, ăçта эсир сывлăха упракансем, Йăла тытаканнисем, вăййа тухаканнисем. хушса юрламалли: Эх, авланас килет, Çемье çавăрас килет. Арăм пултăр арăм пек, Мана савтăр ĕмĕрех. Эх, авланас килет, Çемье çавăрас килет. Ача чуптăр пӳрт тулли, Ӑшăттăр чуна кулли! Эй, хĕрсем, ăçта эсир çынна ăнланакансем, Тус камне туякансем, туслăха хаклакансем. Эй, хĕрсем, ăçта эсир кăмăла çĕклекенсем, Хăна кĕтме пĕлнисем, сĕтел хатĕрлекенсем. Эй, хĕрсем, ăçта эсир юратма пĕлекенсем, Чĕрепе савакансем, чыслăха сыхлакансем. Эй, хĕрсем, ăçта эсир качча каяс текенсем, Арăм пулас шутлисем, мăшăра шанакансем. хушса юрламалли (2 хут): Эй, хĕрсем, ăçта эсир юратма пĕлекенсем, Чĕрепе савакансем: чыслăха сыхлакансем. Эй, хĕрсем, ăçта эсир качча каяс текенсем, Арăм пулас шутлисем, мăшăра шанакансем. Эй, хĕрсем, ăçта эсир чăвашсен чăн пикисем, Чăвашла юрлакансем, чăвашла ташлакансем. Эй, хĕрсем, ăçта эсир чаплисем, сăпайлисем, Ӑслисем, чиперрисем, сар чечек пек хитрисем.