Татарский переводчик Азербайджанские песни Узбекские песни

Песни про любовь на чувашском языке.
Страница 8

Исполнители

Добавить
Все чувашские исполнители

Группа вконтакте

Любовь

Любовь — это самое сильное, прекрасное чувство в мире, и прожить его надо наслаждаясь им.
  • Илтес килет сан сассуна Курас килет сан уттуна Ура чертрет курсан сана Эс каласам часрах ятна Щунатап эп кулен утра Ан щуресем ещет щуртра Килтем часрах ман ытама Эп хатер пер сана савма
  • Ҫуралнӑ кун чи пысӑк уяв кашниех кӗтет, савӑнсах кӗтет Кӗреке хушшинче саламлаҫ юлташсем, саламлаҫ тӑвансем Кӗреке хушшинче саламлаҫ юлташсем, саламлаҫ тӑвансем Кам ҫуралнӑ ҫуркунне, кам ҫуралнӑ ҫулла Кӗркуннепе хӗлле саламлатӑп сире Кам ҫуралнӑ ҫуркунне, кам ҫуралнӑ ҫулла Кӗркуннепе хӗлле саламлатӑп сире Хӑнасенчен хаклӑ парнесем ӑш сӑмахсем те хитре чечексем Кӗреке кӗрлет. Эх! Чун савӑнать, тепӗр ҫул хушӑнать Кӗреке кӗрлет, чун савӑнать, тепӗр ҫул хушӑнать Кам ҫуралнӑ ҫуркунне, кам ҫуралнӑ ҫулла Кӗркуннепе хӗлле саламлатӑп сире Кам ҫуралнӑ ҫуркунне, кам ҫуралнӑ ҫулла Кӗркуннепе хӗлле саламлатӑп сире Сан тавра пӗрле тӑрса, юратнине палӑртса Юрӑ юрласа алӑ ҫупса ташлаҫҫӗ хӑнасем Юрӑ юрласа алӑ ҫупса ташлаҫҫӗ хӑнасем Кам ҫуралнӑ ҫуркунне, кам ҫуралнӑ ҫулла Кӗркуннепе хӗлле саламлатӑп сире Кам ҫуралнӑ ҫуркунне, кам ҫуралнӑ ҫулла Кӗркуннепе хӗлле саламлатӑп сире
  • Эп хальччен пулса курманччё тинĕс хĕрринче. Тĕлĕнтермĕш юмахри пек туйăнать кунта тĕнче. Çарамас çÿреççĕ тейĕн йăрăс пÿллĕ пикесем. Вĕсемпе калаçнăçемĕн кăлт! та кăлт! тапать ман чĕрем. Епле сана чĕнеççĕ: Натали, Верук е Кĕтерук. Утатăн çаврăнса пăхмасăр, пĕр хурав та çук. Ан васка, сар чиперккеçĕм, аякка манран ан тар. Ывăнмасăр чучача пĕрле ташлар. Хушса юрламалли: Тащла эс чу! Ташла эс ча! Ташла эс чучача! Чучача! Хумсене чăматăп хирĕç. Шухă эп чунпа. Ăмăртса шывра ишетĕп çăткăн шур акулăпа. Йăл кулать хĕвел йăвашшăн янкăр çÿллĕ тÿпере. Хĕрсенчен куçа илеймĕн, пĕринчен тепри, ай, хитре! Эп тăхăнатăп тĕксĕм куçлăх, эп – хавас та чăнкă яш. Чечек пек хÿхĕмскерĕм, эсĕ манпала паллаш. Ан васка, сар чиперккеçĕм, аякка манран ан тар. Ывăнмасăр чучача пĕрле ташлар.
  • Çутă кĕмĕл уйăх пек манăн кулаясчĕ Хăмăр пĕлĕт хушшипе шуса çуталасчĕ Лăпкă тăрă ирсенче çăл патне тухасчĕ Унăн тĕкĕрĕ çинче сан сăнна курасчĕ. Шурă юр пĕрчи пулса манăн вĕлкĕшесчĕ Савни куç харши çине ларса ирĕлесчĕ Вĕри куççулĕ пулса юр çине ÿкесчĕ Чĕлтĕрви(?) чечек пулса шăтса тухаясчĕ. Сывлăм ÿкнĕ улăхра савнине курасчĕ Утă çулнă вăхăтра юнашар утасчĕ Чечек евĕр пикене ăшшăн ыталасчĕ Пуçăмри шухăшсене каласа парасчĕ.
  • кащ пуласса аран хер кетсе илче тахщантанпа кун пек пашарханман амеш херне паян кащ ирек паче тухма урама кун пекки пулман перремеш хут таша кермененче хер перремеш хут качча ыйтаменче тесе пущ щавранать теленмелле хитре щер вет терле щут щунать кащхи тенче иреке,иреке туртанать щунать паян щамрак чере щулелле те щулелле еметсем йатса каяшан щак хере 2 хут
  • Пĕрремĕш çаврăм: Хĕвел анса тарчĕ, каç та пулса ларчĕ. Эс ăçта çÿретĕн манăн Илемпи? Мĕншĕн эс каларăн, тăххăрта килетĕп Тесе эс шантартăн çамрăк чĕрене. Хушса юрламалли: Эс ăçта, эс ăçта? Кампа эс çÿретĕн? Эс ăçта, эс ăçта? Кама ыталан? Эс ăçта, эс ăçта? Мана кĕттеретĕн. Эс ăçта, эс ăçта? Кама ачашлан? Иккĕмĕш çаврăм: Эпĕ халь ларатăп, сан çинчен шутлатăп Куç умне килеççĕ пĕрле пулнисем. Саншăн эпĕ кайрăм Шупашкар пасарне Вара чечек илтĕм сан валли парне. Хушса юрламалли: Эс ăçта, эс ăçта? Кампа эс çÿретĕн? Эс ăçта, эс ăçта? Кама ыталан? Эс ăçта, эс ăçта? Мана кĕттеретĕн. Эс ăçта, эс ăçта? Кама ачашлан? Виççĕмĕш çаврăм: Шуçăм çиппи тухрĕ, тĕттĕм каç чĕтрерĕ Хĕвел пайăрки ыталарĕ ял чунне(?) Кĕтÿç пушă çапрĕ, ĕнесем мĕкерчĕç Халь эп кăшкăратăп тискер чĕр-чун пек Хушса юрламалли: виçĕ хут. Эс ăçта, эс ăçта? Кампа эс çÿретĕн? Эс ăçта, эс ăçта? Кама ыталан? Эс ăçта, эс ăçта? Мана кĕттеретĕн. Эс ăçта, эс ăçта? Кама ачашлан?
  • Чун савниçĕм, пăхсам ман çине. Кăшт туйсам ман чĕре çуннине. Вăтанса ан тартсам эс куçна, Кăтартсам çепĕç йăл куллуна. Хушса юрламалли: Маншăн эс çăлтăртан çутăрах. Маншăн эс хĕвелтен ăшăрах. Маншăн эс чечекрен черченрех. Маншăн эс пуринчен хитререх. Çеçке çурнă садра шур сирень, Шăратать шăпчăк юрă хитрен. Эп пĕлетĕп: эс ман Тур çырни, Çутă ĕмĕтĕмри чун савни.
  • Мĕншĕн тухрăм эпĕ çак вăййа Мĕншен пахрăн ман çине савса Вут пек щунчĕ ман кăвар чĕре Ах мĕн турăн эс мана пике Юрататăп сана юрататап Чĕрере те пĕр эсе кăна Тĕлĕкре те сана ыталатăп Чуптăватăп сана ватанса Ах тĕлĕкесем, телексем Ман ĕметри шухăшсем Ман чĕрере сурансем Кăçан иртешше ши весем Кăçан иртешше ши весем Пуçам кайрĕ манăн çаврăнса Куçсем килчĕç манăн хуралса Тыткăнларĕç санăн куçусем Вăтанмасăр пăхрăн ман çине Юрататăп сана юрататап Чĕрере те пĕр эсе кăна Тĕлĕкре те сана ыталатăп Чуптăватăп сана ватанса Ах тĕлĕкесем, телексем Ман ĕметри шухăшсем Ман чĕрере сурансем Кăçан иртешше ши весем Кăçан иртешше ши весем Çулам хыпса илче чĕрене Анчах ăнланмас эс суйнине Çак ши вăл пĕрремеш юрату Çак ши вал перремеш ырату Юрататăп сана юрататап Чĕрере те пĕр эсе кăна Тĕлĕкре те сана ыталатăп Чуптăватăп сана ватанса Ах тĕлĕкесем, телексем Ман ĕметри шухăшсем Ман чĕрере сурансем Кăçан иртешше ши весем Кăçан иртешше ши весем
  • Эс – хĕлхем-и, эп те – вут-хĕлхем. Тен, сана кăшт сĕртĕнем. Пĕр çулăмпа йăлкăшар. Пĕр çулăмпа йăлкăшар. Ÿкĕнмешкĕн çук сăлтавĕ ман Тĕл пулнишĕн санпалан. Япăх пире уйрăмшар. Япăх пире уйрăмшар. Чунăм, çанталăк епле паян? Çумăр шаккать-и çут кантăкран? Çемье ăшши сивĕнмĕ нихçан! Хушса юрламалли: Эп мĕн чухлĕ сана Шыраман пуль. Эп мĕн чухлĕ Турра Кĕл туман пуль. Чи хитре çăлтăра Эпĕ татрăм. Тав тăвам мăшăра, Эс телейĕм ман – савнă арăм! Ăçталла йĕппи – унта çиппи. Тĕрĕс-и, Çĕрпÿ пики? Савнăç-нуши çурмалла. Савнăç-нуши çурмалла. Çĕр çинче çăтмах пекех аван Пĕр-пĕрне эпир савсан. Ку чăннипех те çапла. Ку чăннипех те çапла. Чунăм, çанталăк епле паян? Юр тăкăнать-и хÿме таран? Çемье ăшши сивĕнмĕ нихçан! Хушса юрламалли: Сар хĕрпе сар ывăл пирĕн пур. Иккĕшĕ те пит матур. Ÿсчĕр вĕсем сывлăхпа. Ÿсчĕр вĕсем сывлăхпа. Эп санран пит инçетре чухне Ас илер-и пĕр-пĕрне Çакă хавас юрăпа. Çакă хавас юрăпа. Чунăм, çанталăк епле паян? Тен, айкашать шухă çил-тăман? Çемье ăшши сивĕнмĕ нихçан!
  • Хаваслă уйăх тÿперен Ял çийĕн сапрĕ пин мерчен. Пĕр вăтанмасăр эс унран Мана чуп турăн тутаран. Çут çăлтăр евĕр куçусем Ман еннелле тинкернĕçем, Вылянчĕç чун хĕлĕхĕсем, Çуралчĕç çепĕç кĕвĕсем. Хушса юрламалли: Сар кайăк пек, сар кайăк пек Сан тыткăнна çаклантăм эп. Ах, илĕртÿллĕ чиперкке, Мана ярсамччĕ ирĕке. Эп хирĕç мар санпа пĕрле Чăммашкăн ырлăх авăрне. Анчах çакна çеç ăнланар: Чăн юрату вăл вăйă мар! Тен, шухăш тытрăн вăрлама Эс ман чи хаклă туйăма? Пĕлесчĕ санăн, хĕр ача, Эп шÿтлеместĕп халь пачах. Ăш хĕвелтен пехил илсе Эс маншăн килнĕ тĕнчене. Чĕрем сисет: пире шăпа Уттарĕ ăнăçлă çулпа.