Ту акине
Алран кайми аки-сухи - пирĕн алран кайнă,
Асран кайми атти-анни - пирĕн асран
кайна́.
Анне панă че́лхене эпир хале́ манна́,
Ча́н ча́вашла́х çилпелле инçете саланна́.
"Ме́ске́н ча́ваш" тенине ме́ске́нле çа́татпа́р,
Хама́р ларна́ турата хама́рах касатпа́р.
Че́лхене сутна́ ча́ваш ха́йе́н йа́хне сутна́:
Манкурт шуха́шлаве́нче пире́н хала́х путна́.
ХЮ:
Ту акине, ту сухине,
Асра упра атте-аннене,
Ту акине, ту сухине -
Ча́ваш ятне ан яр е́ме́рне!
Ту акине, ту сухине,
Чунра упра атте-аннене,
Ту акине, ту сухине -
Ан ман нихçан та́ван че́лхене!
2.
Алран кайми аки-сухи - уя ма́ян пусна́,
Асран кайми атти-анни - ве́сем тем те ту́сне́.
Хама́ра хама́р питрен халь вара суратпа́р,
"Кирле́ мар ча́ваш че́лхи" тесе ка́шка́ратпа́р.
Эпир ча́ваш пулнине темше́н пытаратпа́р:
Хама́ра хисеплеме ха́çан-ха пуçлатпа́р?
Ча́вашла пе́лмен ча́ваш ха́ра́к турат мар-и?
Çите́ ме́ске́не персе! Çите́ пулса кайри!
3.
Алран кайми аки-сухи - пире́н алран кайна́,
Асран кайми атти-анни- пире́н асран
кайна́.
Атте-анне пехилне ча́вашла калана́,
Эпир вара ялтан тухсан ту́рех выра́сланна́.
У́се́ç пире́н ачасем - тымара пе́лмесе́р,
У́се́ç ма́нуксем - пире хисеплемесе́р.
Че́лхе ха́ват, чĕлхе вăл несе́лсен пехиле́...
Че́лхесе́рех юлсан ăçтан пуласла́х киле́?