Татарский переводчик Азербайджанские песни Узбекские песни

Чувашские песни

Исполнители

Добавить
Все чувашские исполнители

Группа вконтакте

  • Эп хальччен пулса курманччё тинĕс хĕрринче. Тĕлĕнтермĕш юмахри пек туйăнать кунта тĕнче. Çарамас çÿреççĕ тейĕн йăрăс пÿллĕ пикесем. Вĕсемпе калаçнăçемĕн кăлт! та кăлт! тапать ман чĕрем. Епле сана чĕнеççĕ: Натали, Верук е Кĕтерук. Утатăн çаврăнса пăхмасăр, пĕр хурав та çук. Ан васка, сар чиперккеçĕм, аякка манран ан тар. Ывăнмасăр чучача пĕрле ташлар. Хушса юрламалли: Тащла эс чу! Ташла эс ча! Ташла эс чучача! Чучача! Хумсене чăматăп хирĕç. Шухă эп чунпа. Ăмăртса шывра ишетĕп çăткăн шур акулăпа. Йăл кулать хĕвел йăвашшăн янкăр çÿллĕ тÿпере. Хĕрсенчен куçа илеймĕн, пĕринчен тепри, ай, хитре! Эп тăхăнатăп тĕксĕм куçлăх, эп – хавас та чăнкă яш. Чечек пек хÿхĕмскерĕм, эсĕ манпала паллаш. Ан васка, сар чиперккеçĕм, аякка манран ан тар. Ывăнмасăр чучача пĕрле ташлар.
  • Тус юлташпа пухăнсан савнă тăвана курсан Чун тÿрех ярать ташша мĕн кирлĕ-ха чăваша Пултăр мăшăр юнашар,ÿсччĕр ачасем патвар Телей килтĕрех киле укçа миххипе пĕрле Тус-тăван нумай пулсан чăннипе те эс пуян Тăванпа чух ĕç вĕрет ури хăй ташша чĕнет Эх ташла ташла тăван чун чĕре ыйтать пулсан Ирĕке яр туйăма пур сăлтавĕ савăнма Тус-тăванпала пĕрле сар хĕвел шаккать киле Тăван кăмăлĕ хитре çу пек ирĕлет чĕре Эх ташла ташла тăван чун чĕре ыйтать пулсан Ирĕке яр туйăма пур сăлтавĕ савăнма Тĕнче ташлать чу-ча-ча кÿт сикет чĕтрет мача Сальса танго астарать румба та аташтарать ...... ташлаçĕ пĕрисем ...... çавраççĕ теприсем Пирĕншĕн вара çавах чăваш ташши лайăхрах Эх ташла ташла тăван чун чĕре ыйтать пулсан Ирĕке яр туйăма пур сăлтавĕ савăнма
  • Пĕрремĕш çаврăм: Хĕвел анса тарчĕ, каç та пулса ларчĕ. Эс ăçта çÿретĕн манăн Илемпи? Мĕншĕн эс каларăн, тăххăрта килетĕп Тесе эс шантартăн çамрăк чĕрене. Хушса юрламалли: Эс ăçта, эс ăçта? Кампа эс çÿретĕн? Эс ăçта, эс ăçта? Кама ыталан? Эс ăçта, эс ăçта? Мана кĕттеретĕн. Эс ăçта, эс ăçта? Кама ачашлан? Иккĕмĕш çаврăм: Эпĕ халь ларатăп, сан çинчен шутлатăп Куç умне килеççĕ пĕрле пулнисем. Саншăн эпĕ кайрăм Шупашкар пасарне Вара чечек илтĕм сан валли парне. Хушса юрламалли: Эс ăçта, эс ăçта? Кампа эс çÿретĕн? Эс ăçта, эс ăçта? Кама ыталан? Эс ăçта, эс ăçта? Мана кĕттеретĕн. Эс ăçта, эс ăçта? Кама ачашлан? Виççĕмĕш çаврăм: Шуçăм çиппи тухрĕ, тĕттĕм каç чĕтрерĕ Хĕвел пайăрки ыталарĕ ял чунне(?) Кĕтÿç пушă çапрĕ, ĕнесем мĕкерчĕç Халь эп кăшкăратăп тискер чĕр-чун пек Хушса юрламалли: виçĕ хут. Эс ăçта, эс ăçта? Кампа эс çÿретĕн? Эс ăçта, эс ăçта? Кама ыталан? Эс ăçта, эс ăçта? Мана кĕттеретĕн. Эс ăçта, эс ăçта? Кама ачашлан?
  • Ах чӗре, чӗрем, вут пек ма хӗрен, Юратма кӑна тунӑ-ши сана? Ах чӗре, чӗрем, мӗн сана сӗнем Лӑпкӑ пурӑнма пар-ха чунӑма. Юратсан чӗре чарма ҫук ӑна Юратсан хӗвел, лекен тыткӑна. Ҫӑлтӑрлӑ тӳпе, уйӑх кӳлӗре. Сан илемӳпе киленет чӗре. Ах чӗре, чӗрем, вут пек ма хӗрен, Юратма кӑна тунӑ-ши сана? Ах чӗре, чӗрем, мӗн сана сӗнем Лӑпкӑ пурӑнма пар-ха чунӑма. Юрӑ кӗвӗлет шӑпчӑк ӗшнере. Пӗр сана кӗтет тунсӑхлӑ чӗре. Куҫ пекех упрар ҫутӑ туйӑма. Юрату кӑвар тивӗҫ вӑл ҫунма. Ах чӗре, чӗрем, вут пек ма хӗрен, Юратма кӑна тунӑ-ши сана?18 Ах чӗре, чӗрем, мӗн сана сӗнем Лӑпкӑ пурӑнма пар-ха чунӑма.
  • Машара щещ пикерен Суйласа черенисен Чапла туй келеткисен Эпе щавартам щемье Пер юрра шарантарса Кун кащатпар арампа Алла аллан тытанса Уталатпар пер щулпа Припев: Пурнащ савах мар печчен Пурусем Авланиччен Арам юнашар пулсан Урайне витмест тусан Хулленех чашка чашка Вучахра пищет яшка Уявсем щитсен вара Шартанпа хуплу умра Щерщинче ман пур хуса Хамсанат мана пуйтах Ху патра лара лара Эпе ывантам вара Хамат Таханма мана Щук никамта хистемен Тавта вара шапана Эп телейле пуринчен Припев Чун юратна арама Ман пелесче упрама Камале ун сар щул пек Сане хухем кель чечек Щак хертен ахаль ытман Эп хама тухма качча Парне унран Туп тулли ача пача Припев Ик атте ман ик анне Хисеплетеп кашнине Кирле усене кас кас Пулашма весем хавас Чаннипех те эп пуян Ютарми тус таванран Пер сетел тавра ялан Пуханасче май пулсан
  • Çутă кĕмĕл уйăх пек манăн кулаясчĕ Хăмăр пĕлĕт хушшипе шуса çуталасчĕ Лăпкă тăрă ирсенче çăл патне тухасчĕ Унăн тĕкĕрĕ çинче сан сăнна курасчĕ. Шурă юр пĕрчи пулса манăн вĕлкĕшесчĕ Савни куç харши çине ларса ирĕлесчĕ Вĕри куççулĕ пулса юр çине ÿкесчĕ Чĕлтĕрви(?) чечек пулса шăтса тухаясчĕ. Сывлăм ÿкнĕ улăхра савнине курасчĕ Утă çулнă вăхăтра юнашар утасчĕ Чечек евĕр пикене ăшшăн ыталасчĕ Пуçăмри шухăшсене каласа парасчĕ.
  • I куплет Хěр чух хěрěх текелесе, Хěрсěм каяччěç прахса Яш чух аллă пулман пулсан Юлаттăмăр хурланса. Припев: Ах тесе юр пуçласа Кайнă, хěре ал сулас Иртсе пыранăн çав хěре Юрла юрла çавăрас Ах тесе ма калас, Ма чунăма çунтарас. Хам савнине çынна парса Çынна ма савăнтарас II куплет Хури кайсан сарри килет Вăл кайсан тепри килет. Пěри мана улталасан Хам теприне шăхăртап III куплет Хěр чух хěрěх пулнă пулě Яшěсем те юлман пулě Хěрě улталанă шутта Хěрě мăшăр пулас çук.
  • Юратапăп эп пĕр хитре хĕрĕ çĕр çинче, Хăй илемĕпе тыткăнлать манăн чĕрене. Çак хитре хĕре, çак хитре хĕре юратса Эп парнелеп тĕм пĕтĕм тĕнчене пĕр ăна Я люблю единственную девушку, Она пленит сердце своей красотой. Для этой красавицы я сделаю всё на свете. (букв. любя эту девушку, я подарю ей весь белый свет). Çута çăлтăр пек йăлкашать унăн йăл кулли. Ун пек чипер хĕр тĕнчере тата кам пур-ши? Пĕр çак хĕр кăна, пĕр çак хĕр кăна чĕрере Анчах юнашар тĕлĕкре кăна çак пике. Её улыбка светится, подобно блеску звезд. Есть ли на свете еще одна такая красавица? В моем сердце лишь эта девушка. Но пиге (красавица, госпожа) рядом лишь во сне. Хăçан та пулсан мана пĕтĕмпех ăнланать, Ман пата пырать, шăппăн çĕç вăл пăшăлтатать: «Пĕр сана кăна, пĕр сана кăна юратап», Чуп туса мана «Эп яланлăхах сан пулап». Когда-нибудь она меня поймет. Подойдет ко мне, и тихо прошепчет: «Я люблю тебя», поцелует и скажет «Я буду твоей навсегда».
  • Хаваслă уйăх тÿперен Ял çийĕн сапрĕ пин мерчен. Пĕр вăтанмасăр эс унран Мана чуп турăн тутаран. Çут çăлтăр евĕр куçусем Ман еннелле тинкернĕçем, Вылянчĕç чун хĕлĕхĕсем, Çуралчĕç çепĕç кĕвĕсем. Хушса юрламалли: Сар кайăк пек, сар кайăк пек Сан тыткăнна çаклантăм эп. Ах, илĕртÿллĕ чиперкке, Мана ярсамччĕ ирĕке. Эп хирĕç мар санпа пĕрле Чăммашкăн ырлăх авăрне. Анчах çакна çеç ăнланар: Чăн юрату вăл вăйă мар! Тен, шухăш тытрăн вăрлама Эс ман чи хаклă туйăма? Пĕлесчĕ санăн, хĕр ача, Эп шÿтлеместĕп халь пачах. Ăш хĕвелтен пехил илсе Эс маншăн килнĕ тĕнчене. Чĕрем сисет: пире шăпа Уттарĕ ăнăçлă çулпа.
  • Куçупа мана çиетĕн - Тинкерсе шăтарасла. Мана Барби эсĕ тетĕн, Эсĕ манăн Кен апла. Карусель пек çавăратăн Манăн айванкка пуçа. Чĕре парольне вăрлатăн - Эсĕ халь унта хуçа. ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ: Юратушка эпĕ санăн, Эсĕ манăн чуп-чуп мэн. Ман пата эс килнĕ пулĕ Чи илемлĕ тĕлĕкрен! Юратушка эсĕ манăн, Эсĕ - манăн сексиар! Хам çумран сана эп ямăп, Эсĕ те мана ан яр! Эсĕ чăнкă, супер каччă, Эп пĕлетĕп: эсĕ - топ. Сан хыçран хĕрсем чупаççĕ: Вĕсене чаратăп: стоп! Ир те каç сана кĕтетĕп Ман пата килсем: кис-кис! Якубович хирĕçлеймĕ: Саншăн пулăп суперприз! ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ: Юратушка эпĕ санăн, Эсĕ манăн чуп-чуп мэн. Ман пата эс килнĕ пулĕ Чи илемлĕ тĕлĕкрен! Юратушка эсĕ манăн, Эсĕ - манăн сексиар! Хам çумран сана эп ямăп, Эсĕ те мана ан яр!
  • 1.Савнă хĕр ача мĕншĕн халь калан эс ҫук Эс чĕкеҫĕм ман эп санран ыйтатăп тепĕр хут Халь картлатăп-ҫке ан васка, чарăнса тăрса кĕт мана Йăл кулса пăхсам ман ҫине, ах мĕнле утаҫҫĕ пĕрле Хушса юрламалли: Савнă хĕр ача юратмастăн-и мана Ҫакă пурнăҫран мĕн пит кĕтетĕн Эй тупаймăн эс харсăрах юратăва Ҫавăнпа ыйтатăп чарăн чĕрешĕн Эс чĕкеҫĕм ман кăнтăрла та каҫхине Сан пирки кăна ялан шутлатăп Эсĕ пуҫăмра, туйăмра та чĕрере Сан пирки кăна эп пурăнатăп Ах суять, ах суять урăххи патне каять Ах туять, ах туять сан чĕре пит куллянать 2.Савнă хĕр ача каласам хальччен сан урăххи Мĕншĕн ҫаврăнса ман ҫине пăхмашкăн йывăр-и? Тархаслатăп-ҫке ан васка, чарăнса тăрса кĕт мана Йăл кулса пăхсам ман ҫине, ах мĕнле утаҫҫĕ пĕрле Хушса юрламалли: Савнă хĕр ача юратмастăн-и мана Ҫакă пурнăҫран мĕн пит кĕтетĕн Эй тупаймăн эс харсăрах юратăва Ҫавăнпа ыйтатăп чарăн чĕрешĕн Эс чĕкеҫĕм ман кăнтăрла та каҫхине Сан пирки кăна ялан шутлатăп Эсĕ пуҫăмра, туйăмра та чĕрере Сан пирки кăна эп пурăнатăп Ах суять, ах суять урăххи патне каять Ах туять, ах туять сан чĕре пит куллянать 3. Савнă хĕр ача эп сан хыҫҫăн пур-пĕр чупас ҫук Эс кала мана, мĕншĕн санăн кăмăл пĕрте ҫук Эвеклетĕн вет эс мана, ахалех шыран япăха Ҫитрĕҫ йăлăхса каҫĕсем, туй пирки шутлаҫҫĕ вĕсем Хушса юрламалли: Савнă хĕр ача юратмастăн-и мана Ҫакă пурнăҫран мĕн пит кĕтетĕн Эй тупаймăн эс харсăрах юратăва Ҫавăнпа ыйтатăп чарăн чĕрешĕн Эс чĕкеҫĕм ман кăнтăрла та каҫхине Сан пирки кăна ялан шутлатăп Эсĕ пуҫăмра, туйăмра та чĕрере Сан пирки кăна эп пурăнатăп Ах суять, ах суять урăххи патне каять Ах туять, ах туять сан чĕре пит куллянать
  • Кирлӗ марчӗ пире паллашма Алексей Московский и Екатерина Воробьева 1. Кирлӗ марчӗ пире, кирлӗ марчӗ Кирлӗ марчӗ пире паллашма Кирлӗ марчӗ пире савнӑ тусӑм Курайман ҫынсене вӑрӑҫтарма Кирлӗ марчӗ пире савнӑ тусӑм Курайман ҫынсене вӑрӑҫтарма Ӳсес ҫук пахчара шурӑ роза Ӳсес ҫук сарӑлса ҫитичен Манас ҫук эп сана савнӑ тусӑм Хамӑн ӗмӗр вӗҫне ҫитичен Манас ҫук эп сана савнӑ тусӑм Хамӑн ӗмӗр вӗҫне ҫитичен 3. Ес пӗлетни савни, ес пӗлетни Тӗнчере юрату пуррине Ес пӗлетни савни, ес пӗлетни Юратушӑн ҫынсем ҫуннине Ес пӗлетни савни, ес пӗлетни Юратушӑн ҫынсем ҫуннине Ан ӳстер пахчара армутине Хупласа чечексем илемне Курайманлӑх вӑл туслӑх тӑшманӗ Ҫунтарать ҫамрӑксем чӗрине Курайманлӑх вӑл туслӑх тӑшманӗ Ҫунтарать ҫамрӑксем чӗрине 3. Кирлӗ марчӗ пире, кирлӗ марчӗ Кирлӗ марчӗ пире паллашма Кирлӗ марчӗ пире савнӑ тусӑм Курайман ҫынсене вӑрӑҫтарма Кирлӗ марчӗ пире савнӑ тусӑм Курайман ҫынсене вӑрӑҫтарма
  • Кашни кун эс кантăк умĕнче Кашни кун кĕтетĕн эс ăна Куç илмесер пăхатăн ун çине Анчах пĕлсем — эс кирлĕ мар ăна! Вĕçсе кай, юрату! Вĕçсе кай! Кайăк пек тÿпере çаврăнса Манса кай эс ăна! Манса кай! Пурпĕр пулĕ вăл урăх санпа Паян каллех ак çумăр айĕнче Шанатăн, сан çине вăл пăхса Урăхипе вăл сиве иртсе кайĕ Юри сан умăнта йăл-йăл кулса хушма çаврăм (припев 2 раза) Ах, мĕншен пурнăçра çапла пулать?! Эс юратсан, вăл юратмасть сана Ах, мĕншен чĕрене хушма пулмасть?! Йе юратма, Йе юратма чарма хушма çаврăм (припев 2 раза)
  • Чун савниçĕм, пăхсам ман çине. Кăшт туйсам ман чĕре çуннине. Вăтанса ан тартсам эс куçна, Кăтартсам çепĕç йăл куллуна. Хушса юрламалли: Маншăн эс çăлтăртан çутăрах. Маншăн эс хĕвелтен ăшăрах. Маншăн эс чечекрен черченрех. Маншăн эс пуринчен хитререх. Çеçке çурнă садра шур сирень, Шăратать шăпчăк юрă хитрен. Эп пĕлетĕп: эс ман Тур çырни, Çутă ĕмĕтĕмри чун савни.
  • Вăййа тухрăм каçине çыхрăм пурçăн тутрине çÿлле хитре пушмакпа чун савнине астарма ахах тере пуçăма мерчен тере шарçама килчĕ вăрласа çĕрле килĕшмерĕм амăшне эс пуласçăм хуняма ан ятлаха ывăлна сан ывăлăпа çÿрерĕм вăхăт иртерме кăна кăмăлă усалнишен сан ывăлна тухас çук пĕр каç тăнă качишен пуçăма çухатас çук Тухрăм вăййа каçине хитре кĕпе тăхăнса кÿршĕ ялăн качине чĕнтĕм пĕрле ташлама илсе пар мана савни лакированный туфли чиперри те чи хитре пысăк çÿллĕ кĕлелли паллашас тăк паллашас хитре сумлă каччипе чуптăвас тăк чуптăвас пуян патша ывăлне пултăр вăйлă вăкăр пек укçи çутăр çумăр пек çулçă тăтăр ялкăшса хуньăм выртăр савăнса уух! Каçхи уйăх çутăлсан тÿпене çăлтăр тухсан шăратаççĕ юррине хĕрсем вăйă картинче каччă мана кăмăлать ăсатма чух пăхăнать антăхмалла чуптăвать качча тухма васкатать асфальт тăрăх утап туфли кĕлли чалăшать ман савнине ан сиетер мана çеç вăл юратать пĕлместĕп кукăль тума ан ятла эс хуняма ывăлна тата мана пилле пĕрле пурăнма пурăнас тăк пурăнас хитре туллăх пурнăçпа чуптăвас тăк чуптăвас хамăн савнă мăшăра вăл ман вăйлă вăкăр пек укçи çăвать çумăр пек чĕнтĕрленнĕ шур пыльца тăрать пирĕн ялкăшса